Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Декабрӗн 2020, 18:05

Электротехника изделисем туса кăларакан завода хута янă

Пушкăртстанра «БИТ» стена çине çакмалли тата урайĕнчи электротехника корпусĕсем туса кăларакан çĕнĕ завод ĕçлеме тытăннă.

Пушкăртстанра «БИТ» стена çине çакмалли тата урайĕнчи электротехника корпусĕсем туса кăларакан çĕнĕ завод ĕçлеме тытăннă. «Элком» ООО икĕ çул хушши çĕнĕ завода укçа-тенкĕ хывнă. Ăна Ĕпхÿ районĕнчи Зубово ялĕ çывăхĕнче хăпартнă. Проекта пурнăçа кĕртме 650 млн тенкĕ тăкакланă. 2023 çул тĕлне унта 209 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма палăртаççĕ.
Паян ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров çĕнĕ предприятин ĕçне официаллă старт панă.
Асаннă заводăн строительство проектне 2018 çулхи ноябрь уйăхĕнче «Инвестици сехетĕнче» пăхса тухнă пулнă. Ăна пурнăçа кĕртме патшалăх пулăшăвĕ пама йышăннă. Предприяти стена çине çакмалли тата урайĕнчи электротехника корпусĕсем‚ даннăйсене упрамалли центрсен корпусĕсене‚ клемма коробкисем‚ металл конструкцийĕсем туса кăларĕ.
«Элком» ООО директорĕ Ильшат Шайхутдинов каланă тăрăх‚ проекта пурнăçа кĕртни Раççей промышленность предприятийĕсем чикĕ леш енче туса кăларакан тĕрлĕ йышши электротехника шкапĕсене туянассине самаях чакарĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: