Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Декабрӗн 2020, 12:15

Çĕнĕ çулти вăрăм канмалли кунсем çинчен

Пушкӑртстанра 2021 ҫулхи канмалли кунсем вуна куна тӑсӑлĕç.

Вӗсем 10 куна тӑсӑлĕç.
Пушкӑртстанра 2021 ҫулхи канмалли кунсем январь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен тӑсӑлĕç. Январĕн 9-мӗшпе 10-мӗшӗсем шӑмат кунпа тата вырсарни кунпа тÿр килнĕрен ӗҫе 11-мӗш числора кӑна тухмалла пулать. Кун пирки республикăри Ĕç министерствин пресс-служби пӗлтернĕ.
Канмалли уяв кунӗ шутланакан январĕн 2,3-мĕшĕсем шӑмат куна тата вырсарни куна лекеççĕ. Çавна май вĕсене 2021 ҫулхи ноябрӗн 5-мĕшне тата декабрӗн 31-мӗшне куҫарӗҫ.
Январь уйӑхӗн 1-8 мĕш кунĕсене ҫулленхи тӗп отпуск шутне кӗртмӗҫ тесе палӑртнӑ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: