Пур хыпар та
Новости
22 Декабрӗн 2020, 16:39

«Наци кухнин кунĕ» флешмобне хутшăнăр

Республикăри Суту-илÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявĕсене халалласа «Наци кухнин кунĕ» флешмоб иртет.

Республикăри Суту-илÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх, январь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Çĕнĕ çул уявĕсене халалласа «Наци кухнин кунĕ» флешмоб иртет.
- Анлă уява апат-çимĕç индустрийĕнче ĕçлекенсен сумне, ĕç опытне ÿстерес тĕллевпе йĕркелеççĕ. Флешмоба кашни кăмăл пур çынах хутшăнма пултарать. Ун валли социаллă сетьре #БлюдоНовогоднегоСтола хэштэгпа Çĕнĕ çул апачĕн рецептне çеç вырнаçтармалла, - ăнлантарса панă ПР суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев.
Çĕнĕ çул флешмобне Ĕпхÿри паллă ресторансен шеф-поварĕсем Максим Лазарев («Монако» ресторан @monacoufa), Ильшат Исламов ( «Эльторо» ресторан @eltoro.ufa), Доно Абдуракибова («Дуслык» ресторан @duslykufa), Илья Сухов («Цех» ресторан @theh.ufa), Юрий Тарасов ( «Отдых» кафе @cafeotdyh), Роман Юдин («Отджахури» ресторан @ojachuri_dasko), Татьяна Дымова («Гастротур» кафе @gastrotur_ufa), Павел Киселев ( «Огонь» ресторан @ogon­­­­_ufa) хутшăнаççĕ.
Яра кунĕ тăршшĕпе участниксем хăйсен социаллă страницисенче юратнă апат-çимĕç рецепчĕсемпе паллаштаракан видеосем лартĕç.
Флешмобпа ПР Суту-илÿ министерствин ВКонтакте, Одноклассники, Instagram, Facebook аккаунчĕсенче паллаштарĕç.
«Наци кухнин кунĕ» кулинари флешмобне йĕркелесе ирттерекенĕ – ПР Суту-илÿ министерстви, республикăри кулинарсен, рестораторсен, отельерсен ассоциацийĕ.
«Башинформ» пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь уйăхĕн 2-4 мĕшĕсенче Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне Пушкăртстанра «Вкусно, национально» кулинари флешмобĕ иртрĕ. Акцие кашни кăмăл тăвканах хутшăнма пултарнă. Унта хутшăнакансен социаллă сетьре #ВкусноНациональноБашкортостан хэштегпа юратнă наци ĕçме çимин рецептне лартмаллаччĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: