Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2020, 13:37

Елена Хромова - республикăри чи лайăх воспитатель

Иртнĕ эрнере «Пушкăртстан Республикинчи шкул çулне çитмен организацисенчи чи лайăх педагог - 2020» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Вăл республикăра 2012 çултанпа иртет. Кăçал çак тупăшăва 55 муниципаллă пĕрлĕхрен 62 педагог хутшăннă.

Иртнĕ эрнере «Пушкăртстан Республикинчи шкул çулне çитмен организацисенчи чи лайăх педагог - 2020» конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Вăл республикăра 2012 çултанпа иртет. Кăçал çак тупăшăва 55 муниципаллă пĕрлĕхрен 62 педагог хутшăннă.
Профессиллĕ конкурсăн юлашки кунĕнче финала тухнисем валли «Вĕрентÿ политикĕсен çавра сĕтелĕ» мероприяти иртнĕ. Унăн ĕçне ПР вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин, профсоюз представителĕсем тата жюри членĕсем хутшăннă. Çивĕч ыйтусене хускатнă май финала тухнисем професси ĕç-хĕлĕпе, шкул çулне çитмен вĕрентÿ тытăмне аталантарассипе çыхăннă самантсене пăхса тухнă. Çавăн пекех хăйсен лидерла паха енĕсене кăтартса панă, ĕçлĕ сĕнÿсемпе паллаштарнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене Вĕрентÿ институтĕнче тунă. «Пушкăртстан Республикинчи шкул çулне çитмен организацисенчи чи лайăх педагог - 2020» ята Çтерлĕ хулинчи 88-мĕш ача садĕнчи Наталья Гулинина тивĕçнĕ. Унсăр пуçне пилĕк номинаци çĕнтерÿçисене палăртнă. Вĕсен хушшинче чăваш ячĕ те пур. Ку вăл - каллех Çтерлĕ хулинчи 33-мĕш ача садĕнчи Елена Хромова. Вăл - «Чи лайăх воспитатель - 2020» номинаци çĕнтерÿçи. Хĕрарăм Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Эпир Елена Олеговнăна çак пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ. Çтерлĕ хули.