Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2020, 13:53

Иртнĕ çулăн ырă тата начар енĕсем

Декабрь уйăхăн 17-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк пресс-конференци ирттернĕ. Кăшăлвирус лару-тăрăвне шута илсе патшалăх пуçлăхĕпе журналистсен 16-мĕш тĕлпулăвĕ йăлана кĕмен форматпа‚ видеоконференци мелĕпе‚ иртнĕ. Видеоçыхăнăва çĕршыв пуçлăхĕ Ново-Огаревăри хăйĕн резиденцинчен тухнă. Пирвайхи хут пысăк пресс-конференцине «тÿрĕ лини» элеменчĕсем хушнă. Ку хутĕнче тĕлпулу 4 сехет те 34 минут пынă. Çав вăхăт хушшинче патшалăх ертÿçи 60 ыйту çине хуравласа ĕлкĕрнĕ.

Пресс-конференци вăхăтĕнче яланхи пекех темăсем тĕрлĕрен пулнă: экономика, тулаш тата шалти политика, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентÿ, çÿп-çап реформи‚ хаксем ÿсни тата ытти те. Хальхи вăхăтра, çĕршывра кăшăлвирус инфекцийĕ сарăлнăран, шкул ачисене, студентсене онлайн мелĕпе вĕрентес ыйту çивĕч тăрать. Конференцинче, паллах, çакăн пирки те сăмах хускатнă. Онлайн мелĕпе вĕрентесси шкулсенче аталансах пырĕ. Владимир Путин каланă тăрăх‚ 2021 çулта çĕршыври пĕтĕм шкулта пысăк хăвăртлăхлă интернет пулмалла. Раççей Президенчĕ 2020 çула пĕтĕмлетнĕ май ăна çанталăкпа танлаштарнă. Пурнăçри пекех çул та тĕрлĕрен пулать.
Пандеми йывăрлăхĕ пирĕн пурнăçри кашни сферăнах пырса тивнĕ. Анчах та темĕнле пулсан та Раççей ытти çĕршывсемпе танлаштарсан ку чире тивĕçлĕн кĕтсе илнĕ. Çĕршыв пуçлăхĕ кăшăлвируса хирĕç кĕрешме тухăçлă вакцина шутласа кăларса пурнăçра усă курассипе Раççей тĕнчери чи пĕрремĕш патшалăх пулса тăнине те палăртнă.
В.Путин ĕçсĕр юлнисен шучĕ тата куллен усă куракан апат-çимĕçсен хакĕсем ÿсни пăшăрхантарни çинчен те пĕлтернĕ. Çак ыйтусене çывăх вăхăтра татса парассине шантарнă.
Пенсипе çыхăннă законта çĕнĕ улшăнусем пулмасси çинчен те каланă. Çĕршыв пуçлăхĕ промышленноçри кăтартусемпе‚ çÿп-çап реформипе çыхăннă ыйтусем çине хурав панă.
2020 çулăн ырă енĕсене палăртас пулсан, Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнипе çыхăннă пысăк калăпăшлă мероприятисем пĕлтерĕшлĕ. Çĕршывра вĕсене тивĕçлĕн ирттерсе янă, тĕп вырăнта вара - нимĕнле йывăрлăха пăхмасăрах халăх пĕрле пулни. Çак енĕпе В.Путин медицина ĕçченĕсемпе волонтерсен ĕçне пысăк хак панă. Унсăр пуçне кăшăлвирус пандеми вăхăтĕнчи тепĕр ырă пулăм - шалти туризма аталантарни. Çак енпе уйрăм структура пулĕ.
РФ Президенчĕ çĕршыв шайĕнчи ыйтусемсĕр пуçне хăйне уйрăм пырса тивекен ыйтусем çине те хуравланă. Сăмахран‚ мĕншĕн вăл хальччен кăшăлвирусран вакцина туманнине те ăнлантарса панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: