Пушкăртстанра çулталăк пуçланнăранпа вут-çулăма пула 273 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, çав шутра 13 ача тесе пĕлтерет ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ. Пушар вăхăтĕнче ытларах çынсем пурăнмалли çуртсенче çунса е наркăмăшланса вилеççĕ.
Пушарта çынсем вилессипе çыхăннă тĕслĕхсен шутне чакарас енĕпе профилактика ĕçĕсем туни пысăк пулăшу парать. Çавăнпа та вут-çулăм тухнине маларах пĕлтерекен автономлă приборпа усă курма тăрăшмалла тесе асăрхаттарать пушарсемпе кĕрешекен профилактика центрĕ. Вăл тĕтĕм тухнипе пушара малтанхи тапхăртах сисет, ун хыççăн хăрушлăх çывхарнине сас парса çынсене пĕлтерет.
Çак ансат та хаклах мар хатĕре пула юлашки тăватă çулта 497 çыннăн пурнăçĕ çăлăнса юлнă. Çав шутра 205 ача.