Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2020, 13:46

Ĕçлекене чыс та хисеп

«Регион лидерĕсем» телевидени проектĕнчи сасăлав вĕçленчĕ. «Бизнес прорыв» номинацире сасăлава тăратнă Авăркас тăрăхĕнчи «Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Василий Федоров çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Уншăн 5 пин ытла çын сасăланă.

«Регион лидерĕсем» телевидени проектĕнчи сасăлав вĕçленчĕ. «Бизнес прорыв» номинацире сасăлава тăратнă Авăркас тăрăхĕнчи «Салават» хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Василий Федоров çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Уншăн 5 пин ытла çын сасăланă.
Чăнах та, Василий Федоровăн хуçалăхĕ чылай кăтарту енĕпе районта çеç мар, республикăра та малта пырать. «Салават» хуçалăхра суса илекен сĕт пысăк пахалăхлă, тĕш тырă тата выльăх апачĕ культурисен, сахăр кăшманĕн тухăçĕсем яланах пысăк, çĕнĕ ăрат ĕрчетмелли кĕтÿ, туслă коллектив пур. Хуçалăх ертÿçине Василий Федорова вара ял хуçалăх производствинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Пушкăртстан Республикин чи пысăк наградипе, Салават Юлаев орденĕпе, чысланă.
Мероприяти йĕркелÿçисем палăртнă тăрăх, асăннă проект - пахалăх шайне ÿстерсе çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшакан компанисене паракан преми. Пысăк çитĕнÿсем тунă пулин те «Регион лидерĕсем» проекта хутшăннă Василий Иванович хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен чăн-чăн ял çынни пек питĕ сăпайлă çеç çырнă: «Республикăна экологи енчен таса сĕт, аш-какай, тыр-пул продукцийĕпе тивĕçтеретпĕр. Эпир çынсен сывлăхлă пулччăр тесе тăрăшатпăр».
Сасăлава хутшăннисене Василий Иванович социаллă сетьри хăйĕн страницисенче тав тунă: «Хисеплĕ туссем тата ял хуçалăх шăпишĕн пăшăрханакансем, маншăн сасăлакансене пурне те тав тăватăп. Пĕрле эпир - вăй».
Надежда РОДИОНОВА.
Справка.«Регион лидерĕсем» наци телевидени премийĕ виççĕмĕш хут иртет. Проектăн тĕп тĕллевĕ - Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ, кунтах тата ун тулашĕнче пурăнакан пултаруллă çынсемшĕн сасăласси. Ăна Пĕчĕк тата пысăк бизнеса пулăшса, аталантарса пыракан фонд йĕркеленĕ. Унăн тĕп партнерĕ - Башинком компани. Кăçал участниксене валли 9 тĕрлĕ номинаци хатĕрленĕ. Вĕсен шутĕнче - «Паттăрсен вăхăчĕ», «Ют çын хуйхи пулмасть», «Çулталăк меценачĕ», «Бизнесри ăнăçу», «Çулталăка уçни», «Патриотизм», «Çулталăкăн чи лайăх предприятиĕ», «Бизнера мала тухни», «Сывлăхлă наци».
Читайте нас: