Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2020, 14:20

Çĕнĕ çул корпоративĕсене Пушкăртстанра пурăнакансен 11% хутшăнĕ

Пушкăртстанра ĕçлесе пурăнакансен 54% кăçал Çĕнĕ çул корпоративĕсĕр тăрса юлĕç. Çакă hh.ru Тĕпчев службин кăтартăвĕ тăрăх паллă пулнă.

Пушкăртстанра ĕçлесе пурăнакансен 54% кăçал Çĕнĕ çул корпоративĕсĕр тăрса юлĕç. Çакă hh.ru Тĕпчев службин кăтартăвĕ тăрăх паллă пулнă.
Ыйтса тухнисен 11% Çĕнĕ çул корпоративĕ пулатех тесе пĕлтернĕ. Тата 35% Çĕнĕ çула ĕçтешĕсемпе уявлассипе уявламассине хальлĕхе пĕлменнине асăннă.
Компанисенче ĕçлекенсен 41% (вĕсенче Çĕнĕ çул корпоративĕ йĕркелесси йăлана кĕмен) вĕсен ĕçĕсенче хальччен Çĕнĕ çул уявламаннине палăртнă. Тепĕр 59% кăшăлвирус пандемине пула ĕçкĕ-çикĕ ирттерме килĕшмен.
- Корпоратив пулассипе пулмассине çирĕплетсе каламасан та‚ компанисенче вăй хуракансем пĕр-пĕрне парне тума хатĕрленеççĕ. Ыйтса тухнисен 47% вĕсем патĕнче çакăн пек йăла çуккине пĕлтернĕ. Ĕçлекенсен 32% кăмăл пуррипе пĕр-пĕрне парне парнелеççĕ. Сакăр проценчĕ вара «Вăрттăн Санта» вăййа выляççĕ. Тепĕр 8% вĕсен пуçлăхĕсем пăхăнакан çынсене пурне те парнесем тăваççĕ тесе каланă. Ыйтса пĕлнисен 2% вара ертÿçĕсене парнесем парнелесси йăлана кĕнине тата компанисенче ĕçлекенсем пурте пĕр-пĕрне асăнмалăх парнесемпе саламланине асăнса хăварнă‚ - тесе пĕлтернĕ hh.ru Урал пресс-служба ертÿçи Анна Осипова.
Ĕçтешсем валли Çĕнĕ çул парнисем туянассипе çыхăннă тăкаксене илес пулсан‚ ĕçлекенсен 23% 500 тенкĕрен кая мар тăкаклама хатĕр. 17% - 500-1000 тенкĕ‚ 4% - 1000-2000 тенкĕ‚ 8% - 2000-3000 тенкĕ‚ 2% - виçĕ пин ытла тенкĕ. Респондентсен 27% парне туянма пачах та укçа-тенкĕ тăкаклама хатĕр маррине пĕлтернĕ.
Иртнĕ çулхине hh.ru республикăра пурăнакансенчен укçа-тенкĕ премийĕ е Çĕнĕ çул корпоративĕ суйласа илетĕр тесе ыйтнă. Хуравлакансенчен 74 % укçа тесе сасăланă‚ 16% ĕçтешĕсемпе Çĕнĕ çул уявлама хатĕр тесе каланă . Ыттисем вара хурав парайман.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: