Урал сасси
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2020, 12:43

Почта уйрăмĕн пуçлăхĕ 800 ытла пин тенкĕ вăрланă

Пишпÿлек районĕнче почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă хĕрарăм шанса панă пурлăха хапсăннăшăн тата суя документсем тунăшăн суд умне тăрĕ.

Пишпÿлек районĕнче почта уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă хĕрарăм шанса панă пурлăха хапсăннăшăн тата суя документсем тунăшăн суд умне тăрĕ.
Пушкăртстанри Следстви комитечĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ 2017-2019 çулсенче почта уйрăмĕн ертÿçи ĕç вырăнĕнче тăтăшах укçа вăрланă. Почта вырăнта пурăнакан виçĕ çынна акцисем тăрăх дивидентсем тата тепĕр çынна ĕçсĕр тăрса юлнипе пособи куçарнă. Хĕрарăм укçа куçарнă почта бланкĕсем тунă тата çынсем вырăнне суя алă пуснă. Хăй вара çынсене нухрат хальлĕхе килмен тесе пĕлтернĕ. Çапла майпа вăл 610 пин тенкĕ ытла укçана хăйĕн кĕсйине илсе чикнĕ. Унсăр пуçне экс-начальник почта уйрăмĕн кассинчи укçапа‚ тавар сутса тунă тупăшпа, хăйне кирлĕ пек усă курнă. Пĕтĕмĕшле çак укçа-тенкĕ 269 пин тенкĕпе танлашнă. Кассăра укçа çитменнине тĕрĕслев вăхăтĕнче тупса палăртнă.
Хĕрарăм хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Паянхи кун тĕлне вăл 700 пин тенкĕ ытла тавăрса панă. Уголовлă ĕçе суда ярса панă.
Ирида НОВИКОВА. Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: