Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
23 Декабрӗн 2020, 13:41

Тавах сире, хаçат тусĕсем

Хисеплĕ вулаканăм, иртсе пыракан çулăн шутлă кунĕсем хыçа юлаççĕ. Çăмăлах пулмарĕ вăл çĕршывшăн та, этемлĕх тĕнчишĕн те. Çав шутрах «Урал сасси» хаçат тусĕсемшĕн те. Анчах та пуçа усмасăр малаллах талпăнтăмăр, чир-чĕре май çитнĕ таран çĕнтерсе хамăрăн пĕрлĕхе упраса хăвартăмăр. Шел, çухатусемсĕр те пулмарĕ. Эпир пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă çывăх та хаклă çынсен умĕнче пуç таятпăр.

Хыçа юлакан çулпа сывпуллашнă май эпир, редакци ĕçченĕсем, чăн малтан хамăрăн штатра тăман авторсене тав тăвасшăн. Вĕсем пулăшнипе тата яланах тачă çыхăнура пулнипе хаçат вырăнти хыпарсемпе пуянланчĕ. Вулакан вăл е ку пултаруллă та хăйне евĕр çыннăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарчĕ, тăван чĕлхепе сăвă-калав вуласа киленчĕ. Çакă, паллах, кăларăм тиражĕ çине те витĕм кÿчĕ. Малашне те çаплах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе, çĕнĕ туссем тупасса шанатпăр.
Умра вара - Çĕнĕ 2021 çул. Апла пулсан пурнăç малалла тăсăлать. Çавăнпа та сире пурсăра та çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатпăр, кашнинех çирĕп сывлăх та вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Хĕл Мучипе Юр пике кашни киле телей те савăнăç илсе килччĕр. Ачасем нумайрах çуралччăр, вĕсем тăрăшса вĕренсе ашшĕ-амăшне савăнтарччăр, чăваш халăхĕ йышлăлантăр. Кашни чăваш ачисене тата мăнукĕсене тăван чĕлхене вĕренттĕр. Чăваш сасси сарăлса пытăр, вăл тĕнчере хытăрах янратăр. Çакăн пек пулсан эпир аталанса пырăпăр, Раççейри ытти халăхсемпе пĕр тан аслă халăх пулăпăр. Çапла пултăрччĕ!
Юрий МИХАЙЛОВ,
«Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ.
Читайте нас: