Пур хыпар та
Новости
24 Декабрӗн 2020, 18:15

Чиновниксене вертолетпа турттарма бюджетран 3 млн тенкĕ

Пушкăртстанри Транспорт тата çул-йĕр строительствин министерстви влаçри тата официаллă çынсене вертолетпа турттарма контракт ирттересси çинчен пĕлтернĕ. Çакăн валли вăл регион бюджедĕнчен 3 млн тенкĕ тăкаклама палăртать. Тĕплĕнрех унпа патшалăх туянăвĕ сайтра паллашма пулать.

Пĕр сехете тăсăлакан вĕçев хакĕ 169 пин тенкĕ пулмалла. Вертолет çинчи салонра 5-рен пуçласа вун тăваттă çынна çитиччен вырнаçмалла, çул тăрăшшĕ 600 çухрăмран кая пулмалла мар, вертолетăн хăвăртлăхĕ 220 çухрăмран кая пулма пултараймасть.
Вĕçев (Ĕпхÿрен Пушкăртстанри урăх муниципалитета çити) хăçан пулассине тăвата кун маларах палăртса хумалла. Енчен те тĕрлĕ сăлтава пула вĕçев вăхăтне урăх вăхăта е куна куçарас пулсан, çакăн çинчен çур сехет маларах пĕлтермелле.
2020 çулта çакăн евĕр патшалăх контрактне пĕртен-пĕр подрядчикпа - «ЮТэйр – Вертолетные услуги» компанипе - çирĕплетнĕ. Ун чухне пĕр сехет вĕçме 162 пин тенкĕ тÿлемелле пулнă. Çывăх вăхăтра, 2021 çулхи январь уйăхăн 11-мĕшĕнче, аукцион иртмелле.
Юрий МИХАЙЛОВ.