Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
24 Декабрӗн 2020, 14:15

Çĕнĕ çулта тÿлевлĕ медицина урăлтаркăчĕсем уçĕç

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри районсемпе хуласене тÿлевлĕ медицина урăлтаркăчĕсем уçма ирĕк параççĕ. Вĕсене регионсемпе муниципалитетсем хăйсен тĕллĕн куçса çÿреме пултарайман‚ йĕри-тавралăхра чухлайман ÿсĕр çынсене пулăшу памалли ятарлă организацисем уçма пултарнине çирĕплетекен саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелĕç.

2021 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстанри районсемпе хуласене тÿлевлĕ медицина урăлтаркăчĕсем уçма ирĕк параççĕ. Вĕсене регионсемпе муниципалитетсем хăйсен тĕллĕн куçса çÿреме пултарайман‚ йĕри-тавралăхра чухлайман ÿсĕр çынсене пулăшу памалли ятарлă организацисем уçма пултарнине çирĕплетекен саккунпа килĕшÿллĕн йĕркелĕç.
Саккун проекчĕн авторĕсенчен пĕри Зариф Байгускаров Патшалăх Думин депутачĕ каласа панă тăрăх‚ Раççейре медицина урăлтаркăчĕсен системине пуçарса ярасси тахçанах çивĕч тăнă.
Астутаратпăр‚ çынна урамра хытă шăннипе вилме паман учрежденисен системине 2011 çулта хупса лартнă. Пĕр ĕмĕр хушши (1992 çулччен) урăлтаракан заведенисем Шалти ĕçсен министерстви çумĕнче ĕçленĕ‚ каярах вĕсем медицина учрежденисен аллисене куçнă.
- Çавăнтанпа ÿсĕр çынсене тупса пулăшу памаççĕ тесен те юрать. Çулсерен çĕршывра 10 пин ытла ĕçнĕ çын шăнса кÿтнипе вилет. Пушкăртстанра вара çак кăтарту 170-203 çынпа танлашать. Кунта вăйлă шăннипе инвалид пулса тăнă вуншар пин çынна шута илмен-ха. Унсăр пуçне преступленисен 30% çынсем ытлашши ĕçнипе пулса иртеççĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн субъектсенче‚ сăмахран‚ Пушкăртстанра медицина урăлтаркăчĕсем уçма пулĕ. Муниципалитетсем çак йышăнăва ырланине палăртрĕç. Пуçлăхсен сăмахĕсем тăрăх‚ хытă шăннипе вилнисен шучĕ чылай. Медицина урăлтаркăчĕсене социаллă учрежденисен никĕсĕ çинче е пушă зданисенче те йĕркелеме пулать‚ - тенĕ Зариф Байгускаров.
Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн урăлтаркăчсене РФ субъекчĕсенчи патшалăхпа уйрăм учрежденисен никĕсĕсем çинче йĕркелени клиентсене пулăшу панăшăн регионсем укçа-тенкĕ те илме пултараççĕ.
- Çакăн йышши пулăшу ĕçĕ (пăхнăшăн‚ медицина пулăшăвĕ панăшăн‚ çĕр каçнăшăн) талăкне икĕ пин тенкĕ тăрĕ. Асăннă саккуна пăхса тухнă чух Полици çинчен калакан саккуна та улшăнусем кĕртрĕмĕр. Малашне полици ĕçченĕсем те урамсенче çапкаланса çÿрекен çынсене тытса урăлтаркăчсене илсе çитерме пултараççĕ. Медицина учрежденисенче ÿсĕр çынна фельдшер пăхса тухĕ‚ кирлĕ пулсан васкавлă пулăшу та чĕнтерĕ. Çын урăлсан палăртнă вăхăт хушшинче асăннă учрежденинче ăна пулăшу панăшăн укçа-тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Енчен те вăл хирĕç пулсан‚ кирлĕ документсене суд приставĕсен службине çитерĕç. Эпĕ çак ĕçре йывăрлăх сиксе тухмĕ тесе шутлатăп. Ман шутпа‚ çын унăн пурнăçне çăлнăшăн тав сăмахĕ калĕ. Енчен те эпир 20-30 çынна пулăшу пама пултарсан - шутлани ахалех пулмĕ. Асăннă саккун проектне хирĕç пулакансем те пулчĕç. Вĕсем эпир урăлтаркăчсене бомжсем валли йĕркелетпĕр теççĕ. Пĕр енчен‚ бомжсем те пирĕн граждансем. Вĕсене пăрахма пултараймастпăр. Тепĕр енчен‚ ÿсĕр çынсем хушшинче ахаль çынсем те нумай. Вĕсен савăннипе е хурланнипе виçене пĕлмесĕр алкоголь шĕвекĕсемпе иртĕхнĕ вăхăчĕ те пулать‚ - тесе ăнлантарса панă депутат.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: