Марат Гареев пенсионер чылайранпа хăйĕн кивĕ хурçă утне çĕннипе улăштарма ĕмĕтленнĕ, анчах та май килмен. Халĕ вара тинех лоторея вылявне пула пурнăçа кĕнĕ. Арçын выляв вăйисене тăтăшах хутшăннă, çапах та çакăн пек пысăк ăнăçу пуçласа килсе тухнă.
- Манăн автомобиль самай кивĕ, çавăнпа та çĕннине туянма шутлаттăм. Шухăшпа çак çĕнĕ машинăпа сад пахчине, тăвансем патне яла хăнана çÿресси çинчен ĕмĕтленеттĕм. Билет çинче автомобиле курсан çавна туянма васкарăм. Çапла туса йăнăшмарăм,- саванăçне пытармасть Ĕпхÿ çынни.
Лоторея вылявĕн самантне телейлĕ çын тÿрĕ эфирта пăхса ларнă. Шăпах çавăн чухне хăй выляса илнине ăнланса илнĕ. Анчах та çак пулăм чăн-чăнах пулнине тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе кинне тепĕр хут интернет урлă тĕрĕслеме ыйтнă. Вăл йăнăшман – 600 пин тенкĕ тăракан автомобиль хуçи пулса тăнă.
Тивĕçлĕ канăва кайиччен Марат Ахметович хуралта ĕçленĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç çитĕнтернĕ. Унăн çемйи йышлă пулнине асăнса хăвармалла: виçĕ мăнукпа виçĕ кĕçĕн мăнук. Малашне асатте-кукаçи вĕсене хăйĕн çĕнĕ хурçă учĕ çинче катаччи чуптарĕ.