Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2020, 12:15

Лаша урай айне анса кайнă

Ĕпхÿ районĕнчи Шмитдово паççулкинче пĕр кил хуçин сарайĕнче лаша урай айне анса кайнă. Цветочнăй урамра пурăнакансем малтан инкеке лекнĕ чĕр чуна хăйсен вăйĕпе туртса кăларма хăтланса пăхнă, анчах та çăлавçăсен пулăшăвĕсĕр мая килмен.

Лашана ирĕке кăларас тесе аварипе çăлавçăсен службин урай хăмисене пĕтĕмĕшле сÿтме тÿр килнĕ. Хăмасемпе урай каштисем кивелнĕ тата çĕрĕк пулнă, çавна пулах лаша шăтăка анса кайнă тесе пĕлтернĕ ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетĕнче.
- Хуçалăхра шултăра выльăх-чĕрлĕх тытмалли хуралтă тунă чухне урай сарни питĕ лайăх япала, анчах та урай хăмисем хăтлă та гигиена нормисене тивĕçтерни çеç çителĕксĕр – вăл çирĕп те пулмалла. Кивелнĕ тата çĕрнĕ вырăнсене вăхăтра çĕнетсе улăштармалла, унсăрăн паянхи пек инкек сиксе тухма пултарать,- тенĕ çÿлерех асăннă ведомствăра.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: