Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2020, 19:40

Парламент спикерĕн канăвĕ пĕр куна çеç тăсăлать

Пушкăртстан Республикин Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев Çĕнĕ çула çемьепе кĕтсе илме, январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче кÿлĕри пăр çинче пулă тытма палăртать. Çакăн çинчен парламент спикерĕ çулталăк пĕтĕмлетĕвĕ тунă чухнехи пресс-конференцинче пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, кăшăлвирус пандемийĕ тĕп çемье уявне чылай тÿрлетÿсем кĕртнĕ.

- Январĕн 1-мĕшĕнче кÿлле уланкăсем тытма кайма ĕмĕтленетĕп. Енчен те юр çителĕклĕ çусан снегоходпа ярăнма кăмăл пур. Пĕрле йытта та илетĕп. Манăн овчарка пур, вăхăта усăллă ирттернĕ май унпа та тренировкăсем йĕркелĕпĕр. Эпĕ снегоходпа ярăнма юрататăп, унтан та ытларах уçă сывлăшпа сывлани мĕне тăрать. Тăван тавралăха пăхса киленĕп, унăн илемлĕ вырăнĕсене ÿкерттерĕп,- тенĕ Константин Толкачев.
Çав вăхăтрах вăл çĕнĕ çулти уяв кунĕсен ытларах пайĕ ĕçре иртессине пĕлтернĕ.
- Январĕн иккĕмĕш кунĕнчен пуçласа эпĕ ĕçре пулăп, ĕçтешсемпе эпир яланах çыхăнура. Республикăри хăш-пĕр районсене çитсе килме палăртатăп. Сăмахран, Янаул районне. «Ĕмĕт чăрăшĕнче» («Елка желаний») мана Янаулти шкул-интернатри ачасен ĕмĕтне пурнăçламалли тивĕç лекнĕччĕ. Унти ачасем парне шайĕнче видеокамера тата пылак кучченеçсем кĕтеççĕ. Вĕсем ĕмĕтленнине кăмăлтан пурнăçлăп. Кунта самай пысăк шкул, 165 ача пĕлÿ илет. Уйрăм категорине лекнĕскерсене тимлĕх тата уйрăмах тăрăшни кирлĕ. Ачасемпе тĕл пулса калаçасшăн, вĕсене парнесемпе савăнтарас килет. Çавăн пекех педагогсемпе пиçсе çитнĕ ыйтусене сÿтсе явăпăр. Мана Хĕл Мучи пулма тата ачасене кăшт та пулсан асамлăх парнелеме питĕ кăмăллă,- паллаштарнă парламент спикерĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: