Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Декабрӗн 2020, 13:10

Пушкăртстан 70 çĕнĕ автобус илме тивĕçнĕ

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#образованиеÇак кунсенче «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртсе Абзелилпа Баймак‚ Белорецкпа Бирск‚ Гафурипе Дуван‚ Ермеккейпе Зилаир‚ Иглинпа Ишимбай‚ Калтасăпа Мелеуз‚ Туймазăпа Учалă‚ Хайбулла тата ытти районсенчи‚ Агидельпе Нефтекамск‚ Çтерлĕпе Ĕпхÿ хулисенчи шкулсем çĕнĕ автобуслă пулнă.

Çак кунсенче «Вĕрентÿ» наци проектне пурнăçа кĕртсе Абзелилпа Баймак‚ Белорецкпа Бирск‚ Гафурипе Дуван‚ Ермеккейпе Зилаир‚ Иглинпа Ишимбай‚ Калтасăпа Мелеуз‚ Туймазăпа Учалă‚ Хайбулла тата ытти районсенчи‚ Агидельпе Нефтекамск‚ Çтерлĕпе Ĕпхÿ хулисенчи шкулсем çĕнĕ автобуслă пулнă.
Çавăн пекех ПР Вĕрентÿ тата наука министерствине пăхăнса тăракан ултă вĕрентÿ организаци - республикăри инженери енĕпе пĕлÿ паракан лицей-интернат‚ 5№ спорт профильлĕ шкул-интернат‚ Сибайри гимнази-интернат‚ 3№ республика шайĕнчи пушкăрт гимнази-интернат‚ тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене вĕрентекен 25№ Çтерлĕри коррекци шкул тата Çтерлĕпуçĕнчи коррекци шкул-интернат - çĕнĕ автобуссем илме тивĕçнĕ.
Шкул автобусĕсене уйăрса парас савăнăçлă мероприятие ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ Ленара Иванова‚ вĕрентÿ тата наука министрĕ Айбулат Хажин‚ муниципаллă районсен администрацийĕсен тата хула округĕсен‚ вĕрентÿ организацисен представителĕсем хутшăннă.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх‚ кăçал республикăри Вĕрентÿ тата наука министерстви регион бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе (104‚7 млн тенкĕ) 44 çĕнĕ шкул автобусĕ туяннă. Вĕсенчен 43-шĕ 29 муниципаллă вĕрентÿ харпăрлăхне куçнă‚ пĕри - тулли пурнăçпа пурăнайман ачасене пĕлÿ паракан Зилаирти коррекци шкул-интерната.
Унсăр пуçне регион хăйĕн укçи-тенкипе Ишимбай районĕнчи Кулгуново ялĕнчи шкул валли ГАЗ маркăллă тулли приводлă автобус илсе панă.
Çапла майпа‚ кăçал шкул автопаркĕ 115 çĕнĕ транспортпа пуянланнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: