Раççей Президенчĕ Владимир Путин Ломоносов ячĕллĕ МГУра иртнĕ попечительсен канашĕн анлă ларăвĕ вăхăтĕнче çитес 2021 çула Раççейре Наукăпа технологи çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтернĕ.
- Çитес 2021 çула Раççейре Наукăпа технологи çулталăкĕ тесе пĕлтерме сĕнес килет, - тенĕ патшлăх пуçлăхĕ.
В. Путин сăмахĕсем тăрăх, çак темăна маларахах аслă шкулăн представителĕсемпе тĕл пулнă май сÿтсе явнă.
- Кăшăлвирус пандемийĕ сывлăх сыхлав, вĕрентÿ, экологи, наука тата технологи калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кăтартса пачĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем çын пурнăçĕн хăрушсăрлăхне, пахалăхне палăртаççĕ, - асархаттарнă президент.
Владимир Путин çавăн пекех хăйсен пурнăçне çак ĕçе халалланă çынсен ĕçĕн хаклăхне палăртнă.
- Вĕсем хăйсен профессилле тивĕçне пурнăçлаççĕ, тумхахлă çулпа утса çĕнĕ пĕлÿ тупса ăна çитĕнекен ăрăва параççĕ. Çĕршыва аталантарас ĕçре çавăн пек тÿпе хывакансем обществăн тата патшалăхăн хисепне тивĕç, - хушса хунă вăл.
Хайлавлă ăс-тăна (искусственный интеллект) аталантарни – этемлĕхе аталантармалли çĕнĕ пусăмăн никĕсĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, цифрăллă технологисем пурнăçăн пур сферине те, производствăна, социаллă сферăна, наукăпа культурăна кĕреççĕ.
- Вĕсем пурте пĕр-пĕринпе килĕшсе тăрĕç, - тенĕ президент.