Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Декабрӗн 2020, 16:25

«Кайăк-кĕшĕк калейдоскопĕ» конкурс йыхравлать

Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче‚ 2021 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче‚ Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ тата наука‚ Çут çанталăкпа экологи министерствисем пулăшнипе республика шайĕнчи Ача-пăча экологипе биологи центрĕнче «Кайăк-кĕшĕк калейдоскопĕ» конкурс иртĕ. Вăл икĕ пайран тăрĕ.

Çĕнĕ çул каникулĕ вăхăтĕнче‚ 2021 çулхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче‚ Пушкăртстан Республикинчи Вĕрентÿ тата наука‚ Çут çанталăкпа экологи министерствисем пулăшнипе республика шайĕнчи Ача-пăча экологипе биологи центрĕнче «Кайăк-кĕшĕк калейдоскопĕ» конкурс иртĕ. Вăл икĕ пайран тăрĕ.
Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче 10-15 сехетре республикăн тĕрлĕ районĕсенче сырăшсем тумалли мастер-классем иртĕç. Кашни муниципалитет чи лайăх та илемлĕ сырăш сăн ÿкерчĕкне регион шайĕнчи йĕркелÿ комитетне ярса парĕ. Вĕсене жюри членĕсем хак парĕç.
Унтан 14-16 сехетре кăмăл пуррисем «Орнитологи ăсти» онлайн викторинăна хутшăнса орнитологи енĕпе хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслеме пултарĕç. Конкурс ссылкине республика шайĕнчи Ача-пăча экологипе биологи центрĕн Вконтакте официаллă ушкăнĕнче декабрь уйăхĕн 25-мĕшĕччен вырнаçтарнă.
Орнитологи пĕлĕвĕпе‚ кайăксен пурнăçĕнчи интереслĕ фактсемпе çыхăннă ыйтусене ПР çут çанталăк тата экологи министрĕ Урал Искандаров‚ ПР вĕрентÿ тата наука министрĕн çумĕ Инесса Косолапова‚ çавăн пекех ведомствăсен профильлĕ специалисчĕсем хатĕрленĕ.
- Мероприятисен тĕллевĕ тăван таврлăха хÿтĕлесси‚ экологи шайĕнче çĕнĕ юхăмсем аталантарасси‚ çамрăк ăрăвăн экологи культурине ÿстересси пулса тăрать. Эпир çут çанталăк пурлăхне упрама тăрăшатпăр‚ мĕншĕн тесен пулас ăрăвăн малашлăхĕ çакăнтан килет. Çавăнпа кашни ачана экологи пурлăхне юратма‚ хисеплеме‚ упрама вĕрентмелле‚ – тенĕ ПР Экологи министерствин информаципе аналитика уйрăмĕн пуçлăхĕ Ринат Фаткуллин.
Асăннă мероприятине «Экологи» наци проекчĕ шайĕнче «Хытă коммуналлă каяшсемпе комплекслă усă курасси» регион проекчĕ пулăшу кÿнипе йĕркелеççĕ. Кашни номинацире çĕнтерÿçĕсемпе призерсене палăртĕç‚ вĕсене асăнмалăх дипломсемпе тата парнесемпе чыслĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: