Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Декабрӗн 2020, 17:45

Çĕнĕ çул ячĕпе тăван чĕлхепе саламлакансен флешмобĕ иртĕ

Пушкăртстанра пурăнакансем декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ çул ячĕпе саламлассине республикăри халăхсен тăван чĕлхипе йĕркеленĕ флешмоба хутшăнма пултараççĕ.

Пушкăртстанра пурăнакансем декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Çĕнĕ çул ячĕпе саламлассине республикăри халăхсен тăван чĕлхипе йĕркеленĕ флешмоба хутшăнма пултараççĕ.
Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак тĕллевпе саламланин видеороликне (вăл 1 минутран ытлашши пулмалла мар) тăван чĕлхепе хатĕрлемелле те ăна социаллă сетьсенче кăларса хумалла. Ятарласа ТăванЧĕлхепеСаламлатăп#ÇĕнĕÇултиПушкăртстан# хештегсем хушмалла.
Çĕнĕ çулпа саламланă видеоролик Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен тăван чĕлхипе пулмалла. Камерăна горизонтальлĕ майпа вырнаçтармалла. Сăн ÿкерчĕксемпе, тĕрлĕ ятарлă тĕссемпе усă курма юрать.
Флешмоба республикăра пурăнакан кирек кам та хутшăнма пултарать – çын миçе çулта пулнине шута илмеççĕ. Никама та чару çук.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: