Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
26 Декабрӗн 2020, 19:25

Йывăçсем каснăшăн пĕр миллион тенкĕ штраф тÿленĕ

Караидель районĕнче пурăнакан 24 çулхи çамрăк хăй ирĕкĕпе 1 млн тенкĕ штраф тÿленĕ. Ăна закона пăсса вăрман каснăшăн судпа айăпланă, уголовлă ĕç пуçарнă пулнă.

Караидель районĕнче пурăнакан 24 çулхи çамрăк хăй ирĕкĕпе 1 млн тенкĕ штраф тÿленĕ. Ăна закона пăсса вăрман каснăшăн судпа айăпланă, уголовлă ĕç пуçарнă пулнă.
2019 çулхи август уйăхĕнче вăл Первомайски лесничествине кĕрекен ятарлă сыхлав участокĕнче 30 ытла йывăç йăвантарнă. Вĕсен шутĕнче чăрăшсемпе хурăнсем, ăвăссемпе çăкасем пулнă. Пĕтĕмĕшле чĕр тавар виçи 13,5 кубла метрпа (виçĕ КамАЗ чухлĕ) танлашнă. Ятарласа сыхлакан вăрмана касма юраман. Çавăн пекех вăрмана сăтăр тăвакан тăкаксене, 240 пин тенкĕ, саплаштарнă тесе пĕлтернĕ республика прокуратуринче.
Вăрмансем федераллă харпăрлăх шутланаççĕ. Çавăнпа та унпа çыхăннă штраф укçа-тенкине федераци бюджетне яраççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: