Ĕпхÿ хуличи пĕр çемьере хăрушă инкек пулса иртнĕ. Декабрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче тĕп хулан Калинин районĕнчи шалти ĕçсен пайне пăшăрханса ÿкнĕ хĕрарăм килсе çитнĕ. Вăл упăшкипе вăрçăннине, çакăн хыççăн арçын икĕ пĕчĕк ачине илсе «ВАЗ-2115» автомобильпе килĕнчен тухса кайса çухалнине пĕлтернĕ.
Çакăн хыççăн шырав ĕçĕсем пуçланнă. Йĕрке хуралçисем пĕлтернĕ тăрăх, каярах пакунлисем хурçă ута Давлекан районĕнче тупнă. Малтанхи кăтартусем 37 çулхи арçын малтан икĕ ачине, çулталăкри хĕрĕпе улттăри ывăлне, вĕлерни, ун хыççăн хăйĕн çине хăй алă хуни çирĕплетнĕ.
Çамрăк мăшăрăн кÿршĕри хĕрарăм каласа панă тăрăх, вĕсен хушшинче кĕвĕçĕве пула тăтăшах харкашу пулкаланă.
- Мĕнле çемье пулни пирки эпĕ татса калаймастăп, анчах та кĕвĕçĕве пула маларах та хирĕçÿсем пулса иртнине пĕлетĕп. Хĕрарăм упăшкине пăрахса тухса каяс шутпа пурăннă,- пĕлтернĕ вăл.
Хальхи вăхăтра пулса иртнĕ пăтăрмаха йĕрке хуралçисем тĕпчесе уçăмлатаççĕ.
Сăмах май, çакăн пек инкек (арăмĕпе вăрçăннă хыççăн ачисене вĕлернĕ тĕслĕх) Ĕпхÿре пĕрремĕш хут пулса иртмест. Паянхи кун та Мазовсемпе çыхăннă истори пирки калаçу лăпланмасть. Аса илтеретпĕр, 2019 çулхи октябрь уйăхĕн 26-мĕшĕнче Ĕпхÿри арçын арăмĕпе харкашнă хыççăн икĕ ачипе çухалнă. Июль уйăхĕн вĕçĕнче 5 çулхи Вячеслава Шуратăлта тĕп хулан Калинин район территоринче тупнă, саккăрти Ильяна - Тим (Дема) районĕнче. Вилнĕ ачасен ашшĕне халĕ те тупман. Мазова федераллă шырава панă, ăна ачисене вĕлернĕшĕн уголовлă йĕркепе явап тыттарасшăн.