Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
27 Декабрӗн 2020, 16:55

Олимпиадăсенче мала тухнăшăн премипе тивĕçтерĕç

Пушкăртстанри шкул ачисем, хăшĕсем олимпиадăсенче тата ăс-хакăл конкурсĕсенче çĕнтернĕ, премисем илме пултарĕç. Çакна çирĕплетекен Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн указне право информаци порталĕнче пичетлесе кăларнă.

Утмăл пинрен пуçласа 120 пин тенке çитекен премисене Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадисенче çĕнтернĕ 29 ача илĕ. Вĕсем - Ĕпхÿпе Çтерлĕ, Сибайпа Октябрьский, Белорецк хулисенчи тата темиçе районта вĕренекенсем.
Пушкăртстанри ытти олимпиадăсемпе ăс-хакăл конкурсĕсенче мала тухнă 395 шкул ачине 10 пинрен пуçласа 60 пин тенкĕ таран преми парса хавхалантарĕç.
Призерсене хатĕрленĕ педагогсене те кÿрентермĕç, вĕсене шайлашуллă премисемпе тивĕçтерĕç.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: