Пур хыпар та
Новости
27 Декабрӗн 2020, 19:05

Радий Хабиров хĕрарăмсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă

«Хĕрарăм телейĕн территорийĕ» уçă Академи проекчĕн тÿрĕ эфирĕ вăхăтĕнче (вăл паян БСТ каналпа иртнĕ) Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри хĕрарăмсене юратма тата юратнă çынсем пулма суннă.

«Хĕрарăм телейĕн территорийĕ» уçă Академи проекчĕн тÿрĕ эфирĕ вăхăтĕнче (вăл паян БСТ каналпа иртнĕ) Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров республикăри хĕрарăмсене юратма тата юратнă çынсем пулма суннă.
- Çавăн пекех эпĕ вĕсене сывă пулма сунатăп. Эпир кăçал уйрăмах сывлăх мĕнле хавшак пулнине ăнланса илтĕмĕр. Эпĕ хамăрăн хĕрарăмсене хăйсене упрама ыйтасшăн. Вĕсем арçынсенчен тăнлă-пуçлăрах пулнине шута илсе, хăйсен мăшăрĕсене, ачисене, ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх çыннисене упрама вăй-хал çитерччĕр. Эпĕ мĕнпур хĕрарăмсене çывхарса килекен 2021 çула ĕненÿпе, шанчăкпа тата чунри çутăпа кĕтсе илме сĕннĕ пулăттăм. Пушкăртстан арçыннисем вĕсен пурнăçĕ тулăх та лайăх пултăр тесе пурне те тунă пулĕччĕç,- тенĕ республика пуçлăхĕ хăйĕн çĕнĕ çул умĕн хĕрарăмсене саламланă сăмахĕсенче.
Телекăларăма ертсе пыракан Альбина Касимхановапа Дмитрий Каретко Радий Хабирова пĕр тÿрĕ эфир вăхăтĕнче унăн мăшăрĕ Каринэ Владимировна хăйĕн ача чухнехи ĕмĕчĕ, атракционсен паркне çитсе килесси, çинчен каласа панине аса илтернĕ.
- Апла пулсан атракционсен паркĕ пулĕ, çак ĕмĕте пурнăçа кĕртĕпĕр,- çирĕплетнĕ регион ертÿçи.
Виçĕ сехете тăсăлнă телемарофонăн тÿрĕ эфирĕ вăхăтĕнче чĕннĕ экспертсемпе хăнасем мĕнле çĕнĕ çул парнисем, сăйлавсем, илемлетмелли япаласем хатĕрлесси çинчен каласа панă. Çавăн пекех хĕрарăмсене çак хĕвĕшÿллĕ те хыпкаланчăк вăхăтра хăйсем çинчен те манмалла маррине аса илтернĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: