Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
28 Декабрӗн 2020, 18:40

Пĕр уйăх хушшинче ĕçсĕррисен шучĕ 7 пин çынна чакнă

Кăçалхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕ тĕлне республикăри ĕçпе тивĕçтерекен службăсенче сахалран та 121 пин ĕçлемен çын учетра тăнă. Октябрь уйăхĕнче вĕсен шучĕ тата та нумайрах‚ 129 пин çынна яхăн пулнă тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан статистики.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракансенчен 115 пин çынна официаллă ĕçсĕр тăрса юлнă тесе регистрациленĕ. Ноябрь уйăхĕнче ĕçсĕррисен пособине 53 пин гражданин илме тивĕçнĕ.
Республикăри Ĕç министерстви ăнлантарса панă тăрăх‚ ыттисене ĕçсĕр юлнипе тÿлев памалли вăхăт иртнипе е çакăн пек тапхăр çитменнипе укçа-тенкĕ пама чарăннă.
2020 çулхи ноябрь уйăхĕнче Пушкăртстанра пурăнакан 12‚3 пин çын ĕçсĕр юлнă. Çав вăхăтрах ĕç тупнисен шучĕ 7‚6 пин çынпа танлашнă. Çакă вара 2019 çулхипе танлаштарсан тăватă хут нумайрах.
Танлаштарма: иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Пушкăртстанра халăха ĕçпе тивĕçтерен службăсенче 19‚6 пин ĕçлемен çынна учета тăратнă. Вĕсенчен 17‚9 пинĕ ĕçсĕр тăрса юлнă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: