Декабрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Мелеуз районĕнче Ĕпхÿ-Эрĕнпур автоçулăн 173 çухрăмĕнче вилĕмлĕ авари пулса иртнĕ. ПР ГИБДД пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх‚ çул çинче ChevroIet Aveoпа хирĕç килекен Skoda Roomster çапăннă. Пĕрремĕш иномарка рульне Кугарчă районĕнче пурăнакан 26 çулхи арçын тытса пыни‚ иккĕмĕш çăмăл машина рулĕ умĕнче вара 66 çулхи Мелеуз çынни ларни паллă.
Çул-йĕр инкекĕнче ChevroIet водителĕ йывăр сурансене пула вырăнтах вилнĕ. Унăн 24 çулхи пассажирне тата иккĕмĕш водителе çийĕнчех больницăна илсе кайнă. Сăмах май каласан‚ ChevroIet водителĕ маларах та эрех ĕçнĕ хыççăн çула тухнăшăн икĕ хутчен явап тытнă пулнă.
Асăннă çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕсем тĕпчев хыççăн паллă пулĕç тенĕ ведомствăра.