Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Новости
29 Декабрӗн 2020, 14:00

Çĕнĕ çул каникулĕ хыççăн шкул ачисем парта хушшине ларĕç

Республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров Çĕнĕ çул хыççăнхи каникул хыççăн, январь уйăхĕн 11-мĕшĕнчен, пур шкул ачи те парта хушшине ларасса шанать. Ачасем куçăн вĕрентĕве малалла тăсĕç. Кун пирки регион ертÿçи декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ регион правительствин ларăвĕнче пĕлтернĕ.

- Январь уйăхĕн 11-мĕшĕнче пурте шкула каясса шанатпăр. Чир-чĕр уйрăмах анлă сарăлнă çурхи тапхăр ăнăçлă ирттĕр тесен кăшăлвирусран сыхланмалли пур мерăсене те йышăнмалла, пурнăçа кĕртмелле, - тенĕ регион ертÿçи ПР вĕрентÿ министрне Айбулат Хажина.
Пандеми вăхăтĕнчи шкул вĕрентĕвĕн темине малалла тăснă май Р. Хабиров дистанци мелĕпе вĕреннĕ вăхăтра ачасем сахал пĕлÿ илнине, вĕрентÿ пахалăхĕ чакнине пĕлтернĕ. Çитес çул вăл вĕрентÿ министерствине ППЭ пахалăхне ÿстерме хушу панă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: