Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Декабрӗн 2020, 18:23

Регионти автоçулсене юсама - 3‚4 млрд тенкĕ

Пушкăртстан 2021 çулта вырăнти автоçулсем тума‚ вĕсене юсама федераллă бюджетран 3‚4 млрд тенкĕ илме тивĕçнĕ. Кирлĕ хушăва РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă.

Пушкăртстан 2021 çулта вырăнти автоçулсем тума‚ вĕсене юсама федераллă бюджетран 3‚4 млрд тенкĕ илме тивĕçнĕ. Кирлĕ хушăва РФ Правительствин председателĕ Михаил Мишустин алă пуснă.
Çитес виçĕ çулта çак тĕллевсене пурнăçа кĕртме регионсене 172‚3 млрд тенкĕ уйăрса парĕç.
Федераллă бюджетран укçа-тенкĕ уйăрни регионсене вăхăтлă та паха çул-йĕр инфраструктурине йĕркелеме‚ çавăн пекех ăс-хакăл (интеллектуальный) транспорт системине ĕçе кĕртме май парать. Çакăн йышши системăсем трафик управленине автоматизацилеççĕ тата çул-йĕрпе транспорт инкекĕсен шутне чакараççĕ.
Ĕçсене «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçлаççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ 2024 çул тĕлне йĕрке ыйтнине тивĕçтерекен регион çулĕсен пайне ÿстересси‚ аварисен шутне чакарасси‚ çĕнĕ хушусемпе стандартсене‚ çул-йĕр юхăмне йĕркелекен автоматизациленĕ технологисене ĕçе кĕртесси пулса тăрать.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: