Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Декабрӗн 2020, 14:30

Шкул ачи юр тасатмалли машинăпа суранланнă

Ĕпхÿри 155№ шкулăн картишĕнче пĕр ача инкеке лекнĕ. Рабочи юр тасатмалли техникăпа юр тасатнă, çав вăхăтра унпа юнашар 9 çулхи ача пулнă. Темле майпа унăн урине юр тасатакан техника сĕтĕрсе илнĕ тесе пĕлтернĕ хулари Граждăнла хутĕлев управленинче.

Ĕпхÿри 155№ шкулăн картишĕнче пĕр ача инкеке лекнĕ. Вырăнти рабочи юр тасатмалли техникăпа юр тасатнă, çав вăхăтра унпа юнашар 9 çулхи ача пулнă. Темле майпа унăн урине юр тасатакан техника сĕтĕрсе илнĕ тесе пĕлтернĕ хулари Граждăнла хутĕлев управленинче.
Пăтăрмах пулса иртнĕ вырăна Ĕпхÿри шыравпа çăлавçăсен отрячĕ тата васкавлă пулăшу килсе çитнĕ.
- Çăлавçăсем гидравлика инструменчĕпе усă курса техника ăшне хĕсĕнсе ларнă ачан урине ирĕке кăларнă та медицина ĕçченĕсен аллине панă. Ăна больницăна хунă,- тенĕ ведомствăра.
Пăтăрмах мĕн сăлтава пула пулса иртнине уçăмлатаççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: