Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
29 Декабрӗн 2020, 17:20

Январьти каникул вăхăтĕнче эрех сутассине чакарĕç

2021 çулхи январь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче Пушкăртстанра спирт тытăмлă шĕвексем сутассине сахаллатĕç.

2021 çулхи январь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче Пушкăртстанра спирт тытăмлă шĕвексем сутассине чакарĕç.
- Асăннă йышăнăва 2019 çулхи декабрь уйăхĕнче тунăччĕ, - ăнлантарса панă патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн председателĕ Константин Толкачев. - Пĕр кун – январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче – алкоголь тата спирт тытăмлă продукцие пачах та сутмĕç. Январĕн 4-6-мĕшĕсенче вăл сутлăхра ирхи вунă сехетрен пуçласа кăнтăрлахи иккĕччен пулĕ. Ку - ирĕксĕр йышăннă мера. Анчах та вăл питĕ витĕмлĕ. Ытти çулсенче январь уйăхĕн пуçламăшĕнче алкогольпе наркăмăшланса вилекенсем çав тери нумайччĕ. Инкекле пулăмсем ытларах январь уйăхĕн 1-3-мĕшĕсемпе тÿр килетчĕç, чи нумай вилекен январь уйăхĕн 3-мĕшĕнчеччĕ. Кăрлачăн 5-7-мĕшĕсенче алкогольпе çыхăннă психозсем нумайланатчĕç. Чылай чухне çак психозсем çын хăй çине хăй алă хурасси патне илсе çитеретчĕç. Паллах, суранланнă, инкекпе пулнă (несчастный случай) тĕслĕхсем те, çавăн пекех ÿсĕрле пирус туртнипе, вут-çулăмпа асăрханусăр пулнипе тухнă пушарсен шучĕ те нумайланатчĕ.
Спирт тытăмлă шĕвексене сутасси пирки йышăннă çĕнĕ йĕрке тухнă хыççăн алкогольпе наркăмăшланнă тĕслĕхсем 70 процент сахалланнă. Пушарсенче вилнĕ пилĕк çынран пĕри çеç ÿсĕр пулни паллă. Январь уйăхăн 1-8-мĕшĕсенче спирт тытăмлă шĕвексене сутасси 27% чакнă.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: