Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 12:18

Федор Кузьмина юбилейлă медальпе наградăланă

Чăваш наци конгресĕн Пушкăртстан Республикинчи полномочиллĕ представительне, Пушкăртстанри чăваш наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçине Федор Кузьмина «Чăваш автономине 100 çул» асăнмалăх медальпе наградăланă.

Медале Чăваш Республикин социаллă тата экономика сферине аталантарас ĕçре палăрмалла тÿпе хывнă, халăха кăмăл-сипет тата патриотла воспитани панăшăн, Чăваш Республики умĕнчи ытти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн параççĕ.
Авăркас тăрăхĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ÿснĕ чăваш икĕ республика хушшинчи çыхăнăва, Пушкăртстанра чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕсене йĕркелет, Пушкăртстанран Чăваш Республикине туристсен ушкăнне илсе çÿрет. Федор Васильевич, эсир ку наградăна илме чăннипех те тивĕç. Малашне те сире çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.
Сăмах май, икĕ çул каялла Федор Кузьмина Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕпе чысланăччĕ.
Надежда РОДИОНОВА.