Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 12:31

Хаклă ентешсем, туссем!

Кирек хăш вăхăтра та общество организацийĕсем халăх шухăшне пĕлтерекенсем шутланаççĕ. Çак енĕпе Пушкăртстанри чăваш наципе культура автономийĕ те ыттисенчен уйрăлса тăмасть. Пирĕн хастарсем кăçал та ытти çулсенчи пекех чăваш культурине аталантарас, пур çĕртре те чăваш чĕлхи янăратăр, обществăра çынсем хăйсене хăтлă туйччăр, кирлĕ пулсан камран пулăшу ыйтма пултăр тесе тăрăшаççĕ.

Республикăри автономи тĕп обществăлла организаци шутланать. Вăл регионти общество юхăмĕн аталанăвĕн планне, тĕп шухăшне палăртать. Çĕнĕ çулта хамăр халăхăн кăмăл-туйăмĕ, шухăш пĕрлĕхĕ патне хастартарах утасчĕ. Наци автономийĕсене тата ĕç тăвакан власть органĕсене шанса панă ĕçĕн тĕп тĕллевĕ пĕтĕмпех обществăна социаллă тата политика тăнăçлăхĕпе тивĕçтерессипе çыхăннă.
Çĕнĕ çулта пирĕн социумра кашниех кăмăл-сипет тата культура енчен чун-чĕре ыйтнине тивĕçтертĕр!
Виталий ВИКТОРОВ,
ПР чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ.