Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 12:26

Хаклӑ тӑвансем, чӑвашсем!

2020 çул хыçа юлнă май эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене аса илетпӗр, вĕсене хак паратпӑр. Паллах, иртнĕ çул плана кӗртнӗ нумай мероприятие пурнӑҫлаймарӑмӑр, е вӗсене онлайн мелĕпе ҫеҫ ҫурмалла ирттерме май пулчӗ.

2020 çул хыçа юлнă май эпир пурнӑҫланӑ ӗҫсене аса илетпӗр, вĕсене хак паратпӑр. Паллах, иртнĕ çул плана кӗртнӗ нумай мероприятие пурнӑҫлаймарӑмӑр, е вӗсене онлайн мелĕпе ҫеҫ ҫурмалла ирттерме май пулчӗ. Культура енчен илсен чăваш артисчĕсем килеймеççĕ, çавна пула концертсем иртмеççĕ. Пушкӑртстанри Авăркас тӑрӑхӗнчи Юламан ялӗнче чи илемлӗ, йышлӑ иртекен чӑваш культурин «Уяв» праҫникне йĕркелеме те пире хăрушă кӑшӑлвирус чирӗ чӑрмав кӳчӗ. Тен, пандеми вӗҫленсен, 2021 ҫулта эпир сирӗнпе унта ятарласах тӗл пулӑпӑр-ха. Шкулсемпе ытти вĕренÿ уйрăмĕсене онлайн мелĕпе вĕренме ячĕç. Тăван чĕлхене вĕрентессине те пырса тивет кăшăлвирус пандемийĕ.
Пурнăç малалла шăвать. Кулянса ларма вăхăт çук. 2021 ҫул ырӑ улшӑнусемпе телейлӗ самантсем илсе килтӗр, пире аталану ҫулӗпе малалла тухӑҫлӑн утма вӑй-хал кӳтӗр, пурнӑҫа кӑсӑк та паллӑ пулӑмсемпе пуянлаттӑр. Кашни ҫемьерех юрату, ҫураҫупа килӗшӳ хуҫалантăр тата унта ачасен хаваслӑ кулли янӑратӑр! Ҫавӑнпа та сире Шурă вӑкӑр ҫулӗнче пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, ҫӗкленӳллĕ кӑмӑл-туйӑм, чун хавалӗпе иксӗлми вӑй-хал, ӑнӑҫу, ырлӑхпа телей сунатпăр! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе!
Федор КУЗЬМИН,
Пушкăртстанри чăвашсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи.
Читайте нас: