Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 12:28

Хаклă туссем, тăвансем, чăвашсем!

Пурнăç малалла шăвать. Çĕнĕ çул вăл - ырă ĕçсен, аса илÿсен вăхăчĕ. Эпир пурте пĕр-пĕринпе «Урал сасси» хаçат урлă паллашнă. Кам вăтăр, кам çирĕм, кам пилĕк çул каялла. Пирĕн ырă ĕçем пурте хаçатра сăнланнă. Хаçат урлă эпир пурте пĕр пысăк çемьене чăмăртаннă.

Манăн Çĕнĕ çулти тĕп сунăм - атте-аннесен йăли-йĕркине çирĕп тытса пырасси. Мĕнле йывăр пулсан та вĕсем нихăçан та çынлăха çухатман, пĕр-пĕринпе ырă кăмăллă пулнă, тăвансене сумланă. Пирĕн ачасем çакна курса ÿсеççĕ. Апла вĕсем те йĕркеллĕ çынсем пулĕç, хăйсем чăваш пулнипе мăнаçланĕç.
Пур чăваш халăхне тата пирĕн халăх тусĕсене чи пысăк обществăлла организаци, Пушкăртстан Республикинчи чăваш культура обществи ятĕнчен, Çĕнĕ çулпа саламлатпăп. Кашни вулакана тата вĕсен çывăх çыннисене çак йывăр вăхăтра тÿсĕмлĕхпе çирĕп вăй-хал сунатăп. Аçăр-аннĕрсене, ветерансене упрама тăрăшăр.
Юрий МИХАЙЛОВ,
ПР чăваш культура обществин председателĕ.
Читайте нас: