Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 18:27

Лаша ĕрчетме - 100 млн тенкĕ

Пушкăртстан влаçĕсем лаша ĕрчетме валли 100 млн тенкĕ уйăрнă. Асăннă йышăнăва «Ял сехечĕ» вăхăтĕнче тунă. Пирĕн республика кăмăс тăвассипе ытти регионсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать.

Пушкăртстан влаçĕсем лаша ĕрчетме валли 100 млн тенкĕ уйăрнă. Асăннă йышăнăва «Ял сехечĕ» вăхăтĕнче тунă. Пирĕн республика кăмăс тăвассипе ытти регионсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнать. Пушкăртстанра пурĕ 8,3 пин пуç лаша. Раççейĕпе илес пулсан, иккĕмĕш вырăнта.
Ял хуçалăх министерстви электрокарта туяннин тăкакне 50% таран саплаштарма палăртать. Электрокартасем туни выльăхсем унта-кунта кайса çухаласран, çул-йĕр çинчи инкекрен сыхланма пулăшаççĕ.
ПР пуçлăхĕ Радий Хабиров кăмăспа кăшăлвирус хыççăн реабилитаци иртнĕ вахăтра усă курма сĕннĕ.
Вăл питĕ усăллă ĕçме. Çавăнпа та эпир вырăнти производительсене валли укçа-тенкĕ уйăрма, вĕсене пулăшма хатĕр, - палăртнă республика ертÿçи.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: