Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 12:22

Çĕнĕ çул ячĕпе сана, тăван Пушкăртстан çĕрĕ!

Аслă Çĕнтерĕве халалласа йышăннă Асăнупа мухтав çулталăкĕ иртсе те кайрĕ. Кăшăлвирус чирне пула лару-тăру Раççейре çеç мар, ытти çĕршывсенче те çăмăл пулмарĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне те анлăн паллă тăваймарăмăр.

Аслă Çĕнтерĕве халалласа йышăннă Асăнупа мухтав çулталăкĕ иртсе те кайрĕ. Кăшăлвирус чирне пула лару-тăру Раççейре çеç мар, ытти çĕршывсенче те çăмăл пулмарĕ. Аслă Çĕнтерÿ кунне те анлăн паллă тăваймарăмăр. Эпир, Совет Союзĕн Геройĕн Николай Спиридонович Павловăн ачисемпе мăнукĕсем, çак паллă датăна уявлама кăçал тăван яла килесшĕнччĕ. Шел пулин те, пирĕн ĕмĕтсем пурнăçа кĕреймерĕç.
Пелепейĕнчи 2№ вăтам шкул директорĕн В.Г. Павловăн пуçарăвĕпе атте-анне килĕ вырăнĕнче лартнă улмуççисене курас килетчĕ. Тăван яла каясси маншăн кашнинчех ахаль çул çÿрев çеç мар.
Çĕнĕ 2021 çулта Слакпуç ялне килетпĕрех. Тăвансемпе, çывăх çынсемпе тĕл пуласса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Чун каниччен хамăр çăлкуç шывне ĕçесчĕ.
Хаклă ентешсем, тăван Пушкăртстан çĕрĕ! Сире Çĕнĕ çул ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, тăнăçлăхпа килĕшÿ, хавхалануллă кăмăл-туйăм, ăнăçу сунатăп.
Анатолий ПАВЛОВ полковник,
Н.С. Павлов Совет Союзĕн Геройĕн ывăлĕ.
Мускав хули.
Читайте нас: