Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 13:50

ПР сывлăх сыхлав министрне - Шаймуратов орденĕ

ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин кăшăлвируспа кĕрешнĕшĕн Шаймуратов генерал орденне илнĕ. Çакăн пек йышăнăва республика пуçлăхĕ Радий Хабиров тунă.

ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин кăшăлвируспа кĕрешнĕшĕн Шаймуратов генерал орденне илнĕ. Çакăн пек йышăнăва республика пуçлăхĕ Радий Хабиров тунă.
- Орденăн статусĕ çине « Инкеклĕ лару-тăру вăхăтĕнче çынсене çăлнăшăн» тесе çырнă. Ман шутпа, çак йывăр лару-тăру вăхăтĕнче пирĕн министр пĕрре те çухалса каймарĕ. Çакă, паллах, тата та ытларах хисеп туйăмĕ çуратать, - тенĕ регион ертÿçи.
Р.Хабиров министра тÿрĕ эфирта декабрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртнĕ оперативлă правительство канашлăвĕ вăхăтĕнче наградăланă.
Минигали Шаймуратов орденне çар, граждан, служба тивĕçне пурнăçланă май пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратнă вăхăтра та хăйсене шеллемесĕр хăюлăх кăтартнă çынсене параççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.