Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
30 Декабрӗн 2020, 13:10

Виçĕ ача амăшĕ тахçантанпах кĕтнĕ парнене илме тивĕçнĕ

Благовещенск хулинче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Оксана Давлетова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Мужское и женское» передачăна хутшăннă.

Благовещенск хулинче пурăнакан виçĕ ача амăшĕ Оксана Давлетова Пĕрремĕш каналпа кăтартакан «Мужское и женское» передачăна хутшăннă. Хĕрарăм унта тăхăр çулхи пĕртăван ывăлĕ Ильмир тăрăшнипе килсе çитнĕ. Виççĕмĕш класс ачи Хĕл Мучи патне çыру çырнă. Вăл аппăшĕ валли иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕсене çăвăнтарма шезлонг‚ хăйне волейбол вылямалли мечĕк ыйтнă. Оксанăн икĕ ачин сывлăхĕ аванах мар‚ вĕсем ДЦП чирĕпе аптăраççĕ.
Оксана Давлетова вăтам Кирилл (иккĕмĕш йĕкĕреш) тата Марк ывăлĕсене ваннăра пĕчĕк минтер çине лартса çăвăнтарнă. Пĕрремĕш каналăн эфирĕнче тулли пурнăçпа пурăнайман ачасен амăшне тахçантанпах кĕтнĕ паренене панă. Ăна Андрей Ковалев бизнесмен парнеленĕ.
- Эсир мана чун илемĕпе тыткăнларăр. Эсир куççуль витĕр кулма пултаратăр. Эпĕ сире шезлонг туянма сертификат паратăп. Макăрма çеç чарăнăр‚ - тенĕ предприниматель‚ виçĕ ача ашшĕ.
Тăхăр çулхи Ильмир та хăйĕн парнине илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Саша Черная дизайнер Оксанăна илемлĕ пальто парнеленĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: