Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Новости
31 Декабрӗн 2020, 19:00

Республикăра Вилĕмсĕр полк строя тăма хатĕрленет

Пушкăртстан Республикин Правительствинче  Вилĕмсĕр полк утма хатĕрленессипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă. Йĕркелÿ комитечĕ маршрутсем, волонтерсен ĕçне, хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ. Кун пирки хăйĕн социаллă сечĕсенче пĕрремĕш вице-премьер Урал Кильсенбаев пĕлтернĕ.

Республикăра Вилĕмсĕр полк строя тăма хатĕрленетРеспубликăра Вилĕмсĕр полк строя тăма хатĕрленет
Республикăра Вилĕмсĕр полк строя тăма хатĕрленет

«Пушкăртстан Республикин йышăнăвĕпе Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилейлă çулталăкĕнче акци республикăн пур хулипе районĕсен центрĕсенче иртĕ. Ку - пур ăрăва та пĕрлештерекен тата пирĕн паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене асра тытма  май паракан пулăм», - тенĕ Урал Кильсенбаев.

Ĕпхÿ хулинче чаплă мероприяти май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шаймуратов генерал палăкĕ тата Вилĕмсĕр çулăм патне чечексем хунинчен пуçланĕ. Тĕп мероприятие  Октябрь проспектĕнче йĕркелĕç. Унта çар çыннисемпе çар техникин парачĕ иртĕ.  

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас