Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Кӑрлач 2021, 18:35

«Çĕнĕ çулти çемье вăйи – 2021» старта тухнă

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăри 637 шкулпа спорт лапамĕсенче «Çĕнĕ çулти çемье вăйисем – 2021» старта тухнă. Вĕсене 17 пине яхăн çын хутшăнать.

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăри 637 шкулпа спорт лапамĕсенче «Çĕнĕ çулти çемье вăйисем – 2021» старта тухнă. Вĕсене 17 пине яхăн çын хутшăнать.
Хăрушсăрлăх нормисене пăхăнса спортпа çемье вăйисене урамра ирттереççĕ. Мероприятисене хутшăнакансене вăхăта шута илсе йĕлтĕрпе чупасси, çунашкасемпе ярăнасси, çăматă тăхăнса хоккейла вылясси кĕтет.
Хĕллехи çемье вăйине йĕркелесси ырă йăлана кĕрсе пырать. Пĕтĕмĕшле хăйне евĕр спорт уявне 50 пин ытла ача тата ашшĕ-амашĕ (куракансемпе пĕрле) хутшăнать. Мероприятисем муниципалитетсем çирĕплетнĕ графикпа 2021 çулхи январь уйăхĕн 6-мĕшĕччен тăсăлаççĕ.
Çемье вăйисене ПР Вĕрентÿ тата наука министерстви йĕркеленĕ. Çавăн пекех республикăри Çамрăксен политикипе спорт министерстви тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин регионти уйрăмĕ пулăшса пыраççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: