Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Кӑрлач 2021, 17:41

Пĕр кубла метр юр ирĕлтерме 188 тенкĕ тÿлемелле

Ĕпхÿ хулинчи пĕртен-пĕр юр ирĕлтермелли пунктра 2020-2021 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пухăннă юрăн пĕр кубла метрне шыва çавăрнăшăн 188 тенкĕ тÿлемелле пулĕ. Ку вăл хушма налогсăр (НДС) шутланать. Асăннă йышăну пункчĕ Трамвайная урамĕнче вырнаçнă.

Ĕпхÿри юр ирĕлтерекен пункта 2009 çулта хута янă. Унта тĕп хулари таса мар юра илсе килсе ăшă канализаци шывĕ урлă ирĕлтереççĕ. Ун хыççăн таса мар шĕвек шыв тасатмалли сооруженисене лекет, кунта пĕтĕмĕшле тасату процессĕ иртет. Çакăн евĕр технологипе Мускавпа Питĕрте тата ытти пысăк хуласенче усă кураççĕ. Çапла майпа çул çинчи таса мар юрпа юханшывсемпе пĕве-кÿлĕсене варалассинчен хăтăлма май пур. Унсăр пуçне автомобильсемпе завод-фабрикăсем тĕтĕмпе кăларакан наркăмăшлă япаласене те (вĕсем хĕл кунĕсенче юр çинче чылай пухăнаççĕ) уйăрма май килет.
Ĕпхÿри юр ирĕлтерекен пунктра икĕ йышăну хуранĕ пур. Вĕсем кашниех 150 кубла метр юр йышăнаççĕ. Ирĕлтеркĕчсен хăвачĕ талăкра 150 автомобиле йышăнма пултарать, кашнин вăтам çăк виçи 8 тоннăпа танлашать. Енчен те юр çăвасси вăйлăлансан, çил-тăман тухсан çак норматива ÿстерме те пулать.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: