Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
3 Кӑрлач 2021, 16:45

Пушкăртстанра пĕр кунра 22 миллионер хутшăннă

Пушкăртстан Республикинче пĕр кунра лоторея вылявне пула 22 çын миллионер пулса тăнă. Миллионерсен шучĕпе çак кун Раççейри регионсем хушшинче Мустай Каримпа Салават Юлаев тăван çĕршывĕ виççĕмĕш вырăна тухнă.

Мускавра лоторея вылявне хутшăннисенчен 113-шĕ миллионер пулса тăнă пулсан, Санкт-Петербург хулинче – 45, Пушкăртстанра – 22 çын. Краснодар крайĕнче телейлисем - 21, Мускав тата Свердловск облаçĕсенче – 15, Ханты-Мансийск автономи облаçĕнче 11çынпа танлашать.
Пĕтĕмĕшле Раççей патшалăх лоторея вылявĕнче пĕр харăсах 581 çын миллионер пулса тăнă тĕслĕх пуçласа пулнă тесе çирĕплетнĕ пресс-службăра. Унсăр пуçне «Столото» пĕлтернĕ тăрăх, 593 лоторея вылявне хутшăнакан çын лотореяри 30 хисепри числосене 68-мĕш утăмра тупса палăртнă, çапла майпа вĕсем вылявра юлнă 419 приза пайласа кашниех пĕрер миллион тенкĕ выляса илнĕ.
Пурĕ Çĕнĕ çул лоторея тиражĕнче 2,32 млрд тенкĕ выляттарнă.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Читайте нас: