Пур хыпар та
Новости
3 Кӑрлач 2021, 19:15

Çул çинчи инкек пирки служба тĕрĕслевĕ пуçланă

Пушкăртстанра Мелеуз хулинчи тĕп урамсенчен пĕринче кăçалхи январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче пулса иртнĕ пăтăрмаха тĕпчесе уçăмлатаççĕ. Land Cruiser автомобиль водителĕ темле майпа хăватлă хурçă ута пăхăнтарайман та çул хĕрринчи карта çине пырса кĕнĕ.

Çак инкеке сăнаса тăракансем автомобиль рулĕ умĕнче ÿсĕр водитель пулнине çирĕплетеççĕ. Тротуарпа иртсе пыракан ачасемпе çитĕннĕ çынсенчен телее никам та суранланман. Автомобиль çинче «хитре» номер пулни паллă.
Социаллă сетьсенче руль умĕнчи çын паянхи кун Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцинче ĕçленине пĕлтереççĕ. Республикăри Шалти ĕçсен министерствинче служба тĕрĕслевĕ пуçланă.
- ПР Шалти ĕçсен министерствин ертÿçисем хушнипе служба тĕрĕслевĕ пуçарнă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх саккуна пăснипе пăсманнине хак парĕç,- тенĕ ведомствон пресс-службинче.
Юрий МИХАЙЛОВ.