Пур хыпар та
Новости
4 Кӑрлач 2021, 18:40

Кăшăлвирусран прививка тунисене сертификатсем парĕç

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăшăлвирусран вакцинаци иртнисене сертификатсем парассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Хушусен списокне Кремль сайтĕнче пичетленĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăшăлвирусран вакцинаци иртнисене сертификатсем парассипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Хушусен списокне Кремль сайтĕнче пичетленĕ.
«Çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕнчен (СОVID-19) хÿтĕленес тĕллевпе Раççей вакцинипе усă курнисене сертификатсем парасси, асăннă сертификатсемпе ют çĕршывсене тухса çÿренĕ, Раççей Федерацине кĕнĕ чухне ирĕклĕ усă курма май пурри çинчен калакан ыйтусене пăхса тухмалла», - тенĕ хушура. Ăна мĕнле пурнăçлани çинчен калакан доклада 2021 çулхи январь уйăхĕн 20-мĕшĕччен хатĕрлемелле.
Асăннă ĕçшĕн яваплă çынна та палăртнă. Вăл - РФ Премьер-министрĕ Михаил Мишустин.
Раççей сывлăх сыхлав ведомствин ертÿçи Михаил Мурашко пĕлтернĕ тăрăх, кăшăлвирусран прививка тунисем январь уйăхĕн 1-мĕшĕнченех госуслуги сайтра сертификат илме пултараççĕ. Порталта вакцинаци паспорчĕсем пурри çинчен вăл декабрь уйăхĕн 29-мĕшĕнчех пĕлтернĕ.
Çак кунах М.Мурашко 800 пин Раççей çынни кăшăлвирусран прививка туни çинчен те каланă. Министр çирĕплетнĕ тăрăх, Раççей регионĕсене COVID-19па кĕрешме 1,5 млн доза вакцина ăсатнă.
Кăшăлвируса хирĕç тумалли анлă вакцинаци Раççейре декабь уйăхĕн 15-мĕшĕнчех пуçланнă. Çынсене «СпутникV» препаратпа прививка тăваççĕ. Ăна Гамалея ячĕллĕ центрта хатĕрлесе кăларнă. Вăл кăшăлвируса хирĕç кĕрешмелли пĕрремĕш вакцина. Раççейре çеç мар, тĕнчипех. Препаратăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ – 91,4%. Йывăр формăллă COVID-19па чирлекенсемшĕн унăн тухăçлăхĕ 100 % танлашать.
Надежда РОДИОНОВА.
Читайте нас: