Республикăри Культура министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал Сергей Аксаков çыравçăн 230 çулхи , Мифтахетдин Акмулла çутта кăлараканăн 190 çулхи, Нажиб Асанбаев çыравçăн тата драматургăн 100 çулхи, Сергей Довлатов çыравçăн 80 çулхи юбилейлă мероприятийĕсене ирттерме палăртнă.
Фольклор пултарулăхĕн Пĕтĕм тĕнчери фестивалĕ - Пĕтĕм тĕнчери фольклориада - 2020 çулхи çулла Пушкăртстанра иртмеллеччĕ. Анчах кăшăлвирус пандемине пула ăна 2021 çула хăварчĕç.
Çавăн пекех Михаил Нестеров ячĕллĕ пултарулăх музейĕн 100 çулхи юбилейне халалланă Раççей шайĕнчи куравсем иртĕç. ПР Пуçлăхĕн указĕпе килĕшÿллĕн вĕсем те 2020 çулта иртмеллеччĕ, анчах кăшăлвируса пула татах та тăхтаса тăма тиврĕ.
Ĕпхÿ хулинче Наци музейĕн тепĕр филиалне, Валериан Албанов ячĕллĕ Полярниксен музейне йĕркеленĕ. Ăна пирĕн ентеше, В. Каверинăн «Два капитана» кĕнекинчи паллă сăнарне, Климов штурмана халалланă. Музей Сведлов урамĕнчи 22-мĕш çурта, вăл Соловьевсен çурчĕ пулнă, вырнаçнă. Халĕ унта юсав тата экспозицисене вырнаçтарассипе çыхăннă ĕçсем пыраççĕ. Музей 2021 çулхи май уйăхĕнче, юсав ĕçĕсем хыççăн уçăлĕ.
Унсăр пуçне Айнур Аскаровăн «Отряд Таганок», «Семья года» («Из Уфы с любовью» фильмăн малаллахи пайĕ), Булат Юсуповăн Рами Гарипова халалланă «Рами. Дневник поэта» кинофильмсен премьерисене кăтартма палăртнă. Халĕ асăннă проектсемпе ĕçлеççĕ.
Çавăн пекех паллă пултарулăх коллективĕсен интереслĕ гастролĕсем çула тухĕç. Январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче ПР Наци симфони оркестрĕ Мускав хулинчи Чайковский ячĕллĕ Концерт залĕн сцени çинче хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Наци симфони оркестрĕ Берлин филармонийĕн сцени çине тухасси пирки те килĕшÿ туни пур. Пушкăрт опера тата балет театрĕн труппи Санкт-Петербург хулинчи Мариинск театрĕн тата Мускаври Раççей театрĕн сценисем çине тухма палăртать. Файзи Гаскаров ячĕллĕ халăх ташшисен патшалăх ансамблĕ те Раççей тăрăх гастроле тухма хатĕрленет.
2021 çулта цирка, Вырăс академи драма театрне, Пушкăртстанри пуканесен театрне çĕнетессипеçыхăннă ĕçсем пуçланĕç. «Культура» наци пректне пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсене вара малалла тăсĕç. Унсăр пуçне республикăра Ĕпхÿ хулин 450 çулне паллă тума хатĕрленеççĕ.