Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Кӑрлач 2021, 17:15

Юпана пырса çапăннă хыççăн водитель салонта хĕсĕнсе ларнă

Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Туймазă районĕнче йывăр сиен кÿнĕ авари пулнине регистрациленĕ.

Январь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Туймазă районĕнче йывăр сиен кÿнĕ авари пулнине регистрациленĕ. Республикăри Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн даннăйĕсем тăрăх‚ Субханкулово паççулкки çывăхĕнче отбойник юпине ВАЗ-2110 машина пырса çапăннă. Малтанхи информаципе килĕшÿллĕн водитель руле тытса чарайман.
Инкек тухнă вырăна патшалăх комитечĕн аварипе çăлăну службин ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Хĕсĕнсе ларнă 33 çулхи водителе пулăшу парас тесе вĕсем автомобиль салонне каснă. Унтан инкек курнăскере васкавлă пулăшу ĕçченĕсен аллине панă.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: