Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
4 Кӑрлач 2021, 13:20

Юр пикесен парадне Анна Семенович ертсе пынă

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿре «TERRA ZIMA» фестиваль шайĕнче Юр пикесен парачĕ иртнĕ. Ăна Раççей актерĕ тата эстрада юрăçи Анна Семенович ертсе пынă. Парад «Торотау» Конгресс-холл умĕнчи лапамра пуçланнă. Илемлĕ хĕрсем Хĕл Мучисен оркестрĕн чĕрĕ кĕввипе утнă.

Январь уйăхĕн 3-мĕшĕнче Ĕпхÿре «TERRA ZIMA» фестиваль шайĕнче Юр пикесен парачĕ иртнĕ. Ăна Раççей актерĕ тата эстрада юрăçи Анна Семенович ертсе пынă. Парад «Торотау» Конгресс-холл умĕнчи лапамра пуçланнă. Илемлĕ хĕрсем Хĕл Мучисен оркестрĕн чĕрĕ кĕввипе утнă.
Юр пикесен парадне республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен - Аскинпа Иглин‚ Нуриманпа Ишимбай‚ Караидельпе Чишма‚ Благовещенскпа Бакалă‚ Дюртюлĕпе Бурзян‚ Миякипе Чекмагуш‚ Татăшлă районĕсенчен тата Давлеканпа Кумертау‚ Янаулпа Çтерлĕ‚ Туймазăпа Сибай‚ Ашапа Нягань хулисенчен - 400 яхăн хĕр хутшăннă.
Çĕр пин тенкĕлĕх Гран-прие Азалия Чанышева çĕнсе илнĕ. Унăн эрешсемпе илемлетнĕ шурă тумĕ Ĕпхÿре чи илемли пулса тăнă.
- Кăçал эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнатăп. Конкурс мана лайăх кăмăл-туйăм парнелессе‚ çав вăхăтрах эпĕ çĕнтерессе шанатăп‚ – тенĕ Азалия.
«Чи пĕчĕк Юр пике» ята 6 çулхи Эмилия Файзуллина тивĕçнĕ. Аскин районĕнчен килсе çитнĕ Диана Гильфанова «Чи илемлĕ халăх тумĕ» номинацире çĕнтернĕ. Юр пикесен парадне вăл та пĕрремĕш хут хутшăннă. Тумне вара хăй пĕлекен хĕрарăм çĕвĕçпе пĕрле çĕленĕ.
Ушкăнпа хутшăнакансен хушшинче Дюртюлĕ районĕпе Кумертау хулинчи командăсем мала тухнă. Инна Семенихинан креативлă тумĕ те жюри членĕсен кăмăлне кайнине палăртса хăвармалла.
Юр пикесен парачĕ Анна Семенович концерчĕпе вĕçленнĕ.
Паян‚ январь уйăхĕн 4-мĕшĕ‚ «TERRA ZIMA» Çĕнĕ çул фестивалĕн юлашки кунĕ. Вăл Лашапа çуна экипажĕн парачĕпе асра юлĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: