Регион пуçлăхĕн указĕпе право информацийĕн порталĕнче паллашма пулать. Правительствăна укçа-тенкĕ çăлкуçне тупса палăртма хушнă. Çак ĕçе Пушкăртстан Республикин пуçлăхĕн администрацийĕ тĕрĕслесе тăрĕ. Маларах грантăн пĕтĕмĕшле хисепĕ 50 миллион тенкĕ пулнă.
Надежда РОДИОНОВА.