Çĕнĕ çул пуçланнăранпа тăватă кун çеç иртрĕ пулин те, çак кĕске вăхăт хушшинче Пушкăртстанра 80 пушар пулнине шута илнĕ. Вĕсенче 6 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Мĕнпур инкексен 90 проценчĕ çынсем вут-çулăмпа асăрханса усă курманнине тата электрохатĕрсемпе кăмакасене çутнă-хутнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхманнине пула килсе тухнă тесе пĕлтерет регионти Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ.
Çăлавçăсем асăрхануллă пулма сĕнеççĕ:
- кил-çуртра, хваттерте сигарет ан туртăр, çавăн пехех пирус-чикарккă тĕпĕсене балконсемпе лоджисем çинчен ан пăрахăр;
- электричество пралукĕсен изоляцийĕ пăсăлнă пулсан унпа усă курмалла мар, пĕр розетка патне темиçе хăватлă электроприборсем чикме е çыхăнтарма юрамасть, заводсенче туса кăларна электрохатĕрсемпе çеç усă курăр;
- килтен тухса кайна чухне электроприборсене, газ плитисене тата ытти хатĕрсене сÿнтерме тăрăшăр;
- пĕчĕк ачасене аслисемсĕр ан хăварăр, вĕсене кăмакасемпе газ плитисене чĕртме ан хушăр, электроприборсене хускатма ирĕк ан парăр. Шăрпăксемпе зажикалкăсене тата вут-çулăмран хăрушă япаласене ачасенчен аяккарах пытарăр.