Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
6 Кӑрлач 2021, 18:01

Авариллĕ çурт-йĕрсенчен çĕннисене куçма - 184‚8 млн тенкĕ

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшу паракан фонд 2020-2021 çç граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессипе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн Пушкăртстан хушма укçа-тенкĕ ыйтса çырнă заявкăна ырланă. Республика асăннă фондран 184‚86 млн тенкĕ илме тивĕçнĕ. Паянхи кун тĕлне çÿлерех палăртнă тĕллевсене пурнăçлама панă укçана шута илсен пĕтĕмĕшле хисеп 240‚ 96 млн тенкĕпе танлашать.

- Укçа-тенкĕпе 6 муниципалитет территорийĕнчи 6‚96 пин тăваткал метр йышăнакан 180 пурăнма юрăхсăр çуртран 455 çынна куçарма палăртатпăр‚ – тенĕ фондăн пресс-службинче.
Çакна та палăртса хăвармалла. Асăннă программа «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне кĕрет. Унпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурăнма юрăхсăр тесе йышăннă çуртсенче пурăнакансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерĕç.
Ирида НОВИКОВА.
Читайте нас: