Çĕнĕ 2021 çула ярса пуснă май вулакан «Урал сассин» иккĕмĕш номерне хăйĕн аллине илчĕ. Вăл 1120 экземпляр тиражпа кун çути курчĕ. Иртнĕ çулхи кăтартусемпе танлаштарсан çав шайрах юлнă тесен те юрать. Çакă пире, редакци ĕçченĕсене, лăпланса лармалла тенине пĕлтермест - вырăна тухса çÿремелле, вулакансемпе тĕл пулмалла, вуланакан паха материалсем хатĕрлемелле тата ытти те.
Çапах та пире ытларах хуласенче хаçат тусĕсем сахалланса пыни канăç памасть. Тĕрĕссипе вара унта ялта çуралса ÿснĕ тус-тăвансемех пурăнаççĕ-çке. Сăмахран, Ĕпхÿ хулинче «Урал сассине» 25 экземпляр (калама та намăс) çырăнса илеççĕ, Çтерлĕре - 23, Октябрьскинче -1. Çакă вăл чăвашлăх аталанăвĕнчи ытти пулăмсем çине те витĕм кÿрет. Акă, çывăх вăхăтра Пĕтĕм Раççейре çырав (перепись) иртмелле. Тăван чĕлхепе калаçман, вуламан çын хăйне çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăхăтĕнче чăваш тесе çыртарĕ-ши? Çакă, паллах, иккĕленÿллĕ. Çапах та кунта шанчăка çухатма кирлĕ мар, пирĕн хамăрăн чăваш хастарĕсем урлă ĕçлеме тăрăшмалла, пĕр чĕлхе тупмалла. Хаçат çырăнтарас ĕçре те, çырав умĕнхи кампанире тата унăн вăхăтĕнче те. Пирĕн шутпа Пушкăртстанра республика шайĕнче тăватă чăваш обществăлла организаци пурри пире пĕр-пĕринпе ăмăртса та ăнланса ĕçлеме, чăваш чĕлхи ячĕпе пĕр чăмăрта пулма хистемелле.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.